Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнче пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑрах ҫул юсанине Пӗрремӗш телеканалпа та кӑтартнӑччӗ. Ун пек ҫанталӑкра тӑрмашнине асӑрханисем: «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» — тесе тӗлӗннӗ.
Ахаль иртен-ҫӳрен кӑна мар, республика прокуратури те ку ыйту пирки пуҫ ватма тытӑннӑ. Ленин районӗ прокуратури Президент бульварӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Станциҫум урамӗ таран тӗрӗсленӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр пахалӑхне хаклакан специалистсем те пулнӑ. Асфальта лабораторире тӗпчени виҫӗ пробӑран иккӗшӗ нормӑна тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Ҫула пӑрлӑ ҫумӑрпа тупӑшсах сарнӑ организаци тӗлӗшпе ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда ҫитнӗ. Унтисем строительсене кӑлтӑка виҫӗ уйӑхра пӗтерме хушнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӳрт ҫумӗнчи тата кварталсенчи территорисене япӑх тытса тӑракансене хытах ӳпкелесе калаҫнӑ. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти ҫав районсен пуҫлӑхӗсем ӗҫсӗр юлма та пултараҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ республика тӗп хулинчи Ленин, Калинин тата Мускав район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене хытах хурланӑ. Вӗсене вӑл структура подразделенийӗсемпе ирттернӗ канашлура сӑмах лектернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен хулара 307 хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Хӗлле урамсене епле тытса тӑнине пахалани территорисенчен ҫурринчен ытларахӑшӗнче юртан вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, подряд организацийӗсем хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ.
Алексей Ладыков районсен пуҫлӑхӗсене управляющи компанисен ертӳҫисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатмалли пирки темиҫе хут та асӑрхаттарнӑ. Анчах, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакна лешсем хӑлхана хытах чикмен.
Шупашкарта ялтан килнӗ ҫынсем сӗт-ҫу таврашӗпе, пахча ҫимӗҫпе урамра суту-илӳ тунине час-часах курма пулать. Уйрӑмах — Тӗп пасар умӗнче.
Нумаях пулмасть хулара йӗрке хуралҫисем рейд ирттернӗ. Тӗрӗслеве Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем тата полици ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Гагарин тата Ильбеков урамӗсенче пулнӑ. Вокзал ҫумӗнчи урама, «Ача-пӑча тӗнчи» ҫывӑхӗнчи тротуара та тӗрӗсленӗ.
Саккуна пӑсса юраман вырӑнсенче суту-илӳ тӑвакан ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Анчах ку пулӑшмасть-мӗн. Ҫынсем пур-пӗрех ҫав вырӑнсенех сутма килеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫӑрнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем 47 протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе 46 штраф ҫырса панӑ. Ку 91 пин тенкӗпе танлашать. 1 ҫынна асӑрхаттарнӑ.
Квалификациллӗ судьясен коллегийӗн ларӑвӗнчи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑларнӑ. Лару юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Приказа хальлӗхе пичетлемен, анчах сайтра Романова дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.
Романов хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл урӑ пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм вара ӑна иртсе кайма кансӗрленӗ. Судья ҫапла ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна ҫул ҫинчен айккине пӑрӑнма ыйтнӑ, аллинчен ҫавӑтнӑ. Лешӗ вара турткалашнипе аллине хуҫнӑ. Унтан ывӑлӗ машинин кантӑкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Вӗсем тахҫантанпах хирӗҫӳре-мӗн. Судья тата ҫак хӗрарӑмӑн иккӗмӗш ывӑлӗ, депутат пуканне йышӑнаканскер, хирӗҫсе кайнӑ-мӗн.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн экс-ректорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ, тӳре приговор вуланӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Экс-ректор должноҫри полномочипе ытлашшипе усӑ курнӑ, укҫа-тенке кӗсьене чикнӗ.
Следстви тата Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ректор 2007–2009 ҫулсенче хӑйне преми парасси пирки хушусем алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа вӑл кӗсйине 8 миллион та 600 пин тенкӗ чикнӗ.
Следстви умӗнхи следствире 11 том ӗҫ хатӗрленӗ, 30 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, бухгалтери экспертизи ирттернӗ.
Айӑпланнӑ ректор следстви вӑхӑтӗнче тӑкакӑн пӗр пайне, 3 миллион та 200 пин тенке, саплаштарнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 1,5 ҫул ларма тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Аслӑ шкул элчи ун тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа та (5 миллион та 400 пин тенкӗ) суд йышӑннӑ. Ҫапла айӑпланнӑ экс-ректорӑн урапине, ҫӗр лаптӑкне арестленӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Пичет ҫуртӗнче темиҫе хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ. Пӳлӗмсене тара илсе ӗҫлесе пурӑнакан ытти организаци те унта йышлӑ. Ҫавсенчен пӗри — «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ. Пичет ҫурчӗн хуҫи — «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗ.
Паян «СЧ» хаҫат редакторӗ Владимир Васильев тӗлӗнсе каймалла ҫыру илнӗ. Ӑна Шупашкар хулинчи Ленин район администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӑн специалист-эксперчӗ А.В. Яковлев алӑ пуснӑ. Унта утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, кӑнтӑрлахи 13 сехетчен, Пичет ҫуртне юсама сӗннӗ. Унччен ӗлкӗреймесен административлӑ майпа явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ.
«Ҫыру ман алла пилӗк минут каялла лекрӗ. Ӗҫе эпӗ халех, 13 сехетрен пуҫӑнсан, вӑхӑт 5 кун юлать», — тӑрӑхласарах шӑрҫаланӑ хаҫат редакторӗ Владимир Васильев Фейсбукри хӑйӗн страницинче.
Ку ҫырӑва ҫӗртмен 28-мӗшӗнче янӑ пулнӑ. Шупашкартан янӑ Шупашкара ҫур уйӑхра ҫитни пӗр япала тейӗпӗр. Анчах Пичет ҫурчӗн хуҫи кам пулнине пӗлмесӗр ҫыракан тӳре-шара тӑрӑшӑвне тата епле хакламалла-ши?
Ҫӗнӗ Лапсарта вырнаҫнӑ «Акация» культура керменӗнче ватӑсем валли ташӑ каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кунӗсем тесен тӗрӗсрех пуль-ха. Ватӑ ҫынсем валли кун пек канӑва культура ӗҫченӗсем кӑнтӑрлах йӗркелеҫҫӗ.
Ӗнер те, ав, унта иртенпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ташламашкӑн кӗҫнерникунсерен май туса панине хӑнӑхса ҫитнӗ (ку мероприятие йӗркелеме тытӑнни виҫӗ уйӑх иккен) ватӑсем Культура керменне хаваспах пухӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра вӗсем пӗрне-пӗри аван пӗлсе ҫитнӗ, паллашма та ӗлкӗрнӗ. Юрӑ-ҫемме илсен, тивӗҫлӗ канури хастарсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчи музыкӑна кӑмӑллани сисӗнет.
Кинеми-мучисем валли ташӑ каҫне йӗркелеме пулӑшаканни — Шупашкарти Ленин район администарцийӗн общество канашӗн пайташӗ Роман Каляев.
Ӗнерхи программӑна Наталья Покровская хутшӑннӑ. Вӑл юрланӑ та, хӑй ҫыракан сӑвӑсене те вуланӑ.
Шупашкарта ачасем валли вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Камсем лапама пӑхса тӑнӑшӑн, тирпейленӗшӗн укҫа тӳлеме хатӗр — вӗсем патӗнче ҫеҫ. Шкул урамӗнчи пӗр картишре ача-пӑча лапамне ку эрнере туса пӗтермелле.
Кӑҫал пӗтӗмпе 10,5 миллион тенкӗлӗх 70 лапам хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ленин районӗнче — 30, Мускав районӗнче — 21, Калинин районӗнче — 17, Атӑл леш енче 2 лапам пулӗ.
Юлашки 5 ҫулта Шупашкарта 421 картишре вӑйӑ тата спорт хатӗр-хӗтӗрӗсене вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 75,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Вӑйӑ лапамне управляющи компанийӗ пӑхса тӑрӗ. Анчах куншӑн хваттерте пурӑнакансен тӳлемелле.
Паян Шупашкарта ашшӗсем каччӑсене салтака янӑ. Мероприятие хутшӑнаканӗсем Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Чӑваш Республикинчи ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хулари стоматологи поликлиникин тӗп врачӗ В. Викторов тата Шупашкарти Ленин районӗнчи Общество канашӗн пайташӗ, Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи А. Мурыгин. Салтак пӑтти ҫиме хатӗрленнӗ яшсене аслисем ырӑ суннӑ, Раҫҫей хӗсметӗнче пулни чыс тесе палӑртса хӑварнӑ.
Ку вӑл — ҫурхи призыв вӑхӑтӗнчи пӗрремӗш ӑсату. Вӗсемсӗр пуҫне ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ. Республикӑн тӗп хулинчен ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче 400-е яхӑн каччӑна салтака илмелле. Паян вара 16 каччӑна ӑсатнӑ. Тепӗр ушкӑна ҫара ҫу уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче илсе кайӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче, Саранскра, финанс пирамиди йӗркеленӗ. Ҫынсене улталаса пуйма шут тытнӑ арҫыннӑн шӑпине Шупашкарти Ленин районӗнчи суд татса парӗ. Прокуратура айӑплав хутне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Арҫын Шупашкарта «Народный сейф» (чӑв. Халӑх сейфӗ) ятпа тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Унта вӑл ҫынсен укҫа-тенкине пуҫтарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен арҫын Шупашкарта тата Саранскра пурӑнакансенчен 8,1 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Малтанхи уйӑхсенче арҫын процентсене паркаланӑ, кайран тупра ҫынсене кӗми пулнӑ. Укҫана ултавҫӑ арҫын темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫуллӑх тесе пуҫтарнӑ. Процентне пысӑк кӑтартнӑ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |